Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кулӑшсен 2-мӗш пайӗ

— Вихтӑр, сирӗн ӗнӗр туртать-и?
— Ҫук.
— Апла-тӑк сан ампару ҫунать.


Арӑмӗ упӑшкине:
— Ваҫҫа, пӑх-халӗ, пирӗн чӑх епле салху! Апата ямалла пулӗ?
— Эсӗ ку ун кӑмӑлне ҫӗклет тесе шутлатӑн-и вара?

— Хамӑн хӗре сана качча пама хирӗҫ мар эпӗ, — пӗлтерет арҫын хӑйӗн пулас кӗрӳшне. Анчах...
— Мӗн вара "анчах"?
— Санӑн, хаклӑ ҫыннӑм, эрех ӗҫме пачах пӑрахма тивет, кунсӑр пуҫне килте арӑмна пулӑшмалла: апат пӗҫермелле, лавккана чупмалла. Ют хӗрарӑмсем ҫине хӑрах куҫпа та пӑхас ҫук. Унсӑрӑн...
— Манӑн ыйтма юрать-и? — пӳлет ӑна ҫамрӑк каччӑ. — Анчах ҫакнашкал айван ҫынпа пурӑнма килӗшет-ши сирӗн ӑслӑ хӗрӗр?

Икӗ хӗрарӑм тӗл пулнӑ та калаҫса тӑраҫҫӗ. Пӗри:
— Пӗлетӗн-и, ӗнер хӑнара пӗрремӗш упӑшкана куртӑм...
— Вара?!
— Унпа калаҫма интереслӗ пулнине эпӗ халиччен те пӗлмен.

— Хамӑр кушака Пенопласт ят хутӑмӑр. Темиҫе хут путарсан та ишсе тухать.
— Эпир вара — Бумеранг. Кирек ӑҫта персе хӑварсан та каялла ҫаврӑнса ҫитет.
— Пирӗн вара Джордано Бруно.
— Чун иллисем те вара эсир...
— Ҫук-ҫке, пирӗн кушак ҫӑлтӑрсене сӑнама юратать.

Хӗрӗ качча тухать. Амӑшӗ ӑна:
- Хӗрӗм, упӑшку патне вырӑн ҫине выртнӑ чухне хӑвӑн ҫинчен пур тумна та ан хыв, хӗрарӑмра мӗнле те пулин вӑрттӑнлӑх пулмаллах.
- Туй хыҫӑн пӑртак вӑхӑт иртсен ҫӗнӗ кӗрӳ пӑянамӑшӗнчен ыйтать:
- Анне, сирӗн хӗрӗр ӑсран тайӑлман-тӑр вӗт?
- Мӗншӗн апла шутлатӑн?
- Мӗншӗн вӑл ялан пуҫне калпак тӑхӑнса ҫыврать?

— Арӑма мӗн ӗмӗтленнине илсе патӑм-патӑмах.
— Мӗн?
— Кӳлӗре ҫӑрттан тытрӑм та, ӑшӗнчен ылтӑн ҫӗрӗ тухрӗ.

— Эсӗ географипе мӗнле вӗренетӗн?
— Лайӑх. Географипе эпӗ класра чи вӑйли.
— Суймастӑн-и?
— Ҫук, учитель яланах мана глобус йӑтса килме хушать.

— Тухтӑр, ман хуняман сывлӑхӗ мӗнле-ши унта?
— Сывалать вӑл.
— Ах, апла, тархасшӑн, пӗр курка шыв парӑр-ха...

— Паян та сыпнӑ-ҫке эсӗ, — кӳршинчен тӑрӑхлать Петӗр.
— Ара, такам ман кӗсьене ҫур литр кӗленчи чиксе хунӑ та, — тӳрре тухать лешӗ.
— Халь те пур-и? — сурчӑкне лӑнкӑрт ҫӑтать Петӗр.

— Ҫын картине ан кӗр тесе миҫе каламалла сана?!
— Ара, атте час-часах: «Ҫын картине хӑҫан кӗрӗн-ши?» — тесе ятлать вӗт.

— Ваҫҫана ӑҫта тупма пулать-ши?
— Эҫӗ урӑлтаркӑҫа кайса пӑх-ха, арӑмӗ ӑна час-часах ҫавӑнтан тупса килекенччӗ.

— Ма ӗҫместӗн?
— Хӑратӑп.
— Мӗнрен?
— Ӳсӗрлесрен.
— Ӳсӗрӗлсен мӗн пулать?
— Ӳсӗрӗлсен эп нимрен те хӑрами пулатӑп.

Малтан:
— Тарье, санпа сывпуллашма килтӗм, салтака тухса каятӑп.
— Ах, Ваҫли, эпир хапха патӗнче тӑнине курсан, атте-анне тем калӗ.
Кайран:
— Тарье, мӗнле пурӑнатӑн, таврӑнтӑм ӗнтӗ эпӗ.
— Ваҫли, хапха патӗнче тӑрар мар-ха, пӳрте кӗрер — аттепе-анне те сана курасшӑн.

— Пӗрремӗш юратӑвна астӑватӑн-и, Марук?
— Астумасӑр, ун чух эс шӑхлич кӑначчӗ. Эпир вара Купӑс Михалипе ыталанса лараттӑмӑр.

— Мӗн тӑватӑн эсе Латсӑр Петӗрпе? Малтанхи арӑмӗ унран алимент шыраса илет вӗт.
— Ара, эпӗ те малтанхи упӑшкаран алимент илсе тӑратӑп.

— Упӑшка тинех килте пулӑшакан пулчӗ.
— Мана та ӗнер пулӑшрӗ, хам ҫук чух хӑех яшка ӑшӑтса ҫирӗ.

— Арӑм, пахчана тух-ха, ҫынсем пурте утӑ ҫулса пӗтернӗ.
— Кӳршӗсем ҫулман-ҫке.
— Эсӗ кӳршӗсене мар, ҫынсене пӑх.

Пӗр арҫын кӳлӗ хӗрринче темӗнле каччӑ алӑпа шыв ӑсса ӗҫсе тӑнине курать те:
— Эх, мантарӑн, кунта пурте ҫӳп-ҫап килсе пӑрахаҫҫӗ, юнашар завод каяш тӑкать, эс вара ку хура шыва ма ӗҫен?
— What did you say?
— Ара, икӗ аллупа ӑсса ӗҫ тетӗп!


 
Категорисем: Кулӑш
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-09-24 12:01:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8072 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем